Елчĕкри искусство шкулĕнче Николай Сергеевич Карлин пултарулăхне халалланă концерт иртрĕ

Елчĕкри искусство шкулĕнче Николай Сергеевич Карлин пултарулăхне халалланă концерт иртрĕ

Чăваш Республикинче 2022 çул -паллă ентешсене халалланă çулталăк тесе йышăннă. Кашни кěтес хăйěн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян. Комбайнёр-и вăл, бухгалтер–и, вěрентекен-и, сутуçă-и, спортсмен –и, тухтăр –и, ăсчах –и, юрăç е поэт-и… Тěрлě профессинче палăраççě вěсем.
   Çулталӑк теми питĕ актуаллӑ тесе шутлатпӑр эпир те. Хамӑр ентешсем çинчен каласа пани, ас туни, пĕлни питĕ кирлĕ. Çитĕнсе пыракан ача-пӑча хӑй ентешĕсемпе мухтанма пултарни, вĕсенчен тĕслĕх илни вара паха пулӑм. Пирěн Елчĕк енĕмĕрте те çакăн пек паллă çынсем сахал мар.
   Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕкри искусство шкулĕнче Николай Сергеевич Карлин пултарулăхне халалланă концерт иртрĕ. Николай Сергеевич Карлин 1946 çулта Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ӳснĕ. Педагог, сăвăçă, вăйăçă, композитор. Николай Сергеевич шкулта ачасене вĕрентнисĕр пуçне сăвă-юрă çырнă, калавсем, балладăсем, легендăсем хайланă. Темиçе кĕнеке пичетлесе кăларма мехел çитернĕ. Унăн çепĕç те, чуна пырса тивекен юррисене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, халăх хорĕсем, Атăл тăрăхĕнчи профессионалсен ушкăнĕсем шăрантараççĕ. Н.С. Карлин композитор - Елчĕк районĕн гимнĕн авторĕ.
   Уяв-концерта хуткупăсçăсем: Виктор Миллин, Александр Краснов, Михаил Петров тата вĕсен вĕрентекенĕ С.В. Краснов Елчĕк гимне выляса пуçларĕç. «Шăнкăрав» ушкăн  (вĕрентекенĕ О.А.Архипова) «Кампур» юрăпа куракансене паллаштарчĕ. Максим Изратов (вĕрентекенĕ О.П.Краснова) «Хĕвелçаврăнăш» юрра куракансен кăмăлне каймалла шăрантарчĕ. «Çичĕ чӳрече»- В.Миллин (вĕрентекенĕ С.В.Краснов), «Пулăпăр-ха пĕрле»-гитаристсен ансамблĕ (вĕрентекенĕ Л.И.Доброхотова), «Ветерансен вальсĕ»- вĕрентекенсен халăх инструменчĕсен ансамблĕ, «Шурă хурăн» юрă кĕввипе  лартнă ташă (вĕрентекенĕ С.И. Карамаликова) концерта илем кӳчĕç. Настя Борисова (вĕрентекенĕ К.В.Васильева) Н.Карлинăн  «Валя Музыкантовăна» сăввипе паллаштарчĕ. Чăваш халăх юррисене те илемлетнĕ пултаруллă ентешĕмĕр. Мария Григорьева «Чӳречине яри те уçса ярăр!», Лиза Мурзакаева «Кĕçĕр вăйлă çумăр çунă» юрăсене янратрĕç. Уява килнĕ тивĕçлĕ канури ĕçтешĕмĕр Г.Т.Московская, Николай Сергеевичпа музыка училищинче вĕреннĕ самантсене аса илсе каласа пачĕ. Турă пани те, ашшĕ-амăшĕн чунĕ-юнĕ урлă каçнă тивлет те пулнах ĕнтĕ çак каччăра. Пурнăç урапи темле тумхахлă пулсан та, «тăвалла пулсан та малалла»- девизпа килĕшуллĕн ĕçлесе пурăннă хисеплĕ Н.С.Карлин.
  Ентешĕмĕрĕн пултарулăхĕпе эпир мăнаçланса мухтанатпăр, унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн асра юлĕ.


Фотогалерея