Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсенчен
йĕркеленнĕ «Мерчен» ушкăн Чăваш Ен наци радиовĕнче хăнара пулса курчĕ. Вĕсем
Ирина Лампасова ертсе пыракан «Асăмри юрăсем» кăларăмра тÿрĕ эфирта уçă калаçу
ирттерчĕç.
«Мерчен» ушкăн шăрантаракан нумай çул хушши радио хумĕсем çинче янракан юрă «Кайăк
юрри» пурин чунне те тыткăна илет. Юрă кĕввине те сăввине те Оксана Мурзукова
çырнă. Тÿрĕ эфирта çак юрăн историне, «Мерчен» ушкăн пултарулăхне сÿтсе яврĕç
вĕсем. Итлекенсем кăмăлланă пирки, «Кайăк юррине» эфирта сăмахĕсене çыртарса
юрлама вĕрентрĕç.
Кăларăм вĕçленнĕ май, Ирина Лампасова «Мерчен» ушкăна ăнăçу сунчĕ,тата
нумай илемлĕ юрăсем янратма сĕнчĕ.