Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!

Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикинче чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак кун чăваш халăхне çутта кăларакан, Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев   ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитрĕ. Вӑл  чӑваш алфавитне тата пӗрремӗш букварьне йӗркелекен пулнă. Çак уява халалласа  Республикăра тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ,  вĕсенче нумай чăваш юрри – кĕввисем, сăввисем янăраççĕ, юмахсемпе киленеççĕ.
Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче уйрăм юрлакансен хушшинче чăваш чĕлхине, И.Я.Яковлевăн çуралнă кунне халалласа «Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!» мероприяти иртрĕ.  Чи малтан  Архипова О.А. ачасене Иван Яковлевич кун - çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ, чăваш халăхне пехиллесе хăварнă халала вуласа пачĕ. Ачасем тимлĕн, интересленсе итлесе ларчĕç. Унтан черетпе кĕске чăваш юмахĕсем вуларĕç. Мероприяти вĕçлениччен халăх кĕвĕленĕ чăваш юррисене шăрантарчĕç.